Вилӗмсӗр Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа сӑвӑсен пуххине кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Ку яваплӑха канӑҫсӑр чунлӑ хальхи вӑхӑтри ҫыравҫӑ, поэт, публицист, журналист Лидия Филиппова хӑй ҫине илнӗ.
Вӑл, ентешӗ пекех хастар, ырӑ ӗҫе тӗплӗн, тепӗр чухне ҫеҫпӗлле хӗрӳлӗхпе пурнӑҫлаканскер, мухтавлӑ ентешӗн ятне-сумне асра тытассишӗн ҫине тӑрса талпӑнать. Асӑннӑ тӑрӑхри ениешлӗх хастарӗсем, ҫав шутра Лидия Филиппова та паллах, Канаш районӗнчи икӗ шкулта Ҫеҫпӗл парттисене те уҫнӑччӗ.
...Поэта халалланӑ сӑвӑ кӗнекине валли хайлавсене ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Вӗсене lrigel@rambler.ru электрон почтӑпа ӑсатмалла. Чи лайӑххисене суйласа илсе кӗнеке пичетлесе кӑларӗҫ.
Ӗнер Канаш районӗнчи Карӑклӑ ялӗ ҫывӑхӗнче «Лада Веста» бензовозпа ҫапӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: «Лада Веста» хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса бензовоз ҫине пырса кӗнӗ. Аварире 63-ри арҫын, 63 ҫулти хӗрарӑм тата 12 ҫулти ача вилнӗ. Тепӗр икӗ ҫынна – 56 ҫулти хӗрарӑма тата 6-ри ачана - пульницӑна илсе кайнӑ.
Шел те, пульницӑра тепӗр пассажир вилнӗ. 56 ҫулти хӗрарӑмӑн чӗри тапма пӑрахнӑ. 6 султи ача пульницӑра.
Прокуратура ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать.
Паян 12 сехет те 55 минутра Канаш районӗнчи Карӑклӑ ялӗ ҫывӑхӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта 63-ри арҫыннӑн, 63 ҫулти хӗрарӑмӑн тата 12-ри ачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Лада Веста" хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса "Киа Рио" машинӑна хирсе кайса бензовозпа ҫапӑннӑ. Юрать, пысӑк машинӑра бензин пулман.
Аварире вилнӗ 3 ҫын "Вестӑра" пулнӑ. Унти тепӗр 56-ри пассажира тата 6-ри ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсем йывӑр суранланнӑ.
Паян республикӑра пулнӑ икӗ аварире ҫынсем вилнӗ.
Кӑнтӑрла Куславкка районӗнче "Киа Рио" водителӗ руле итлеттереймен - машина кювета чӑмнӑ. Пассажир вилнӗ. Икӗ ҫын аманнӑ: водитель тата 9 ҫулти ача.
Канаш районӗнче вара ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ ҫынна вилмеллех ҫапса хӑварнӑ.
Куславкка районӗнчи Кармал ялӗнче тата Красноармейски районӗнчи Ҫеҫмерте 2020 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ачасем путса вилнӗ.
Кармалта инкек ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулнӑ, Ҫеҫмерте вара – ҫу уйахӗн 30-мӗшӗнче.
Палӑртмалла: юлашки эрнере республикӑра 5 ача путса вилнӗ. Аса илтерер: Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче 8-9 ҫулсенчи 3 хӗрача шыва анса кайнӑ. Вӗсем Кӗҫӗн Ҫавалта шыва кӗнӗ.
Республика влаҫӗ ҫитес ҫул хӑш паллӑ ҫыннӑн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвассине палӑртнӑ. 2024 ҫулта чӑваш поэчӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитет.
Михаил Кузьмич Кузьмин Канаш районӗнчи Касаккасси (халӗ - Ҫеҫпӗл) ялӗнче 1899 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫуралнӑ. "Ҫеспӗл" псевдонима вӑл 1918 ҫулта илнӗ. 1922 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӑл хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Унӑн вилтӑпри - Украинӑри Остёр хулинче.
Сӑмах май, республикӑра кӑҫал Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине паллӑ тӑваҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Анат Тӑрмӑш ялӗнче арҫын путса вилнӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Арҫын 1996 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ. Унӑн виллине вырӑна ҫитнӗ водолазсем шыраса тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Унта 8-9 ҫулсенчи 3 хӗрача путса вилнӗ.
Ӗнер Канаш районӗнче 8-9 ҫулсенчи 3 хӗрача шыва путса вилнӗ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарлать.
Вӗсем кӑнтӑрла Шӑхасан ялӗнчен инҫех мар юхса выртакан Кӗҫӗн Ҫавала шыва кӗме кайнӑ. Каҫхине хӗрачасен виллисене ҫыран хӗррине кӑларнӑ. Вӗсен кӗлетки ҫинче криминал йӗрӗ ҫук. Тумтирӗ, харпӑр япалисем тата телефонӗсем ҫыран хӗрринчех пулнӑ.
Вырӑна оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ҫитнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Кӑҫалхи пӗрремӗш квартала пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре эрехпе наркӑмӑшланнӑ ҫынсен 1,3 проценчӗ Канаш районӗнче пурӑнать. Ҫакна кура район администрацийӗ чи урӑ урама тата чи урӑ яла палӑртас тӗллевпе конкурс ирттерет. Ҫӗнтерӳҫӗсене укҫан хавхалантарӗҫ.
Ҫавӑн пекех Канаш районӗнче эрех-сӑрапа тӑтӑшах айкашакан ҫынсен списокне хатӗрленӗ. Вӗсене нарколог патне сипленме ярасшӑн.
Кунсӑр пуҫне районти медӗҫченсем рейдсем ирттереҫҫӗ, ҫав вӑхӑтра эрехпе иртӗхекен ачасемпе ашшӗ-амӑшне тупса палӑртаҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Канашра пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм самокат ҫинчен персе анса аманнӑ.
Пӑтӑрмаха вӑл «Канаш-Ҫӗнӗ Туҫа-Славаш» ҫулпа пынӑ чухне лекнӗ.
Анат Вӑрманъял ялӗ тӗлӗнче вӑл ҫул ҫине йӑтӑнса аннӑ. Пуҫне амантнӑ хӗрарӑма больницӑна ӑсатнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |